Паян Шупашкарта шкулти кафе уҫӑлнӑ. Ӑна 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлеттерсе янӑ.
Шкулти хӑтлӑ кафе тӗллевӗ пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ шкул ачисене кӑсӑклӑ та паллӑ ҫынсемпе тӗлпултарасси тесе ӗнентерет. Унччен столовӑй пулнӑскере дизайнерсем тӑрӑшнипе шкул пахчи евӗр йӗркеленӗ.
Паян шкул ачисем пӗрремӗш хӑнана йышӑннӑ. Вӗсемпе Екатерина Рождественская журналист, фотохудожник тата тӑлмачӑ курнӑҫнӑ.
Екатерина Рождественская — иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенчи паллӑ поэтӑн Роберт Рождественский хӗрӗ. Фотограф тата журналист хрантсус тата акӑлчан чӗлхисенчен куҫарать. «Частная коллекция» (чӑв. Уйрӑм ҫын пуххисем) ярӑмпа кӑларнӑ илемлӗ хайлавсенчи сюжетсене фотоӳкерчӗк урлӑ сӑнланипе те вӑл хӑйне валли ят-сум ҫӗнсе илнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти икӗ шкулти апатланӑшсем кафе пек ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ку проекта хула администрацийӗ ҫирӗплетнӗ, ун валли 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
59-мӗш шкулти тата 4-мӗш лицейри апатланӑшсене ҫӗнетӗҫ. Сӗтелпе пукансене улӑштарӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ тата ачасем сӗннӗ проектра куҫса ҫӳрекен вулавӑш тума та палӑртнӑ. Унта пралуксӑр тӗнче тетелӗ те пулӗ.
Ку проекта мӗншӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ? Ачасем пысӑк тӑхтавра кӑритур тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресрен те. Кафере ачасем апатланма ҫеҫ мар, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме те пултараҫҫӗ. Унта тӗрӗс апатлану пирки калаҫӗҫ. Тӗлпулӑва тӗрлӗ професси ҫыннисене чӗнӗҫ.
Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.
Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑри 5 шкула, кунсӑр пуҫне 17 класа карантина хупнӑ.
Ҫавна май занятисене 852 ача ҫӳремест. Кунсӑр пуҫне шкулчченхи пӗр учреждение, виҫӗ ача пахчинчи 4 ушкӑна карантина хупнӑ. Ҫапла майпа 220 ача килте ларать.
Паян планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти хӑш-пӗр класа карантина хупнӑ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, 59-мӗш (5 класс), 54-мӗш (2 класс), 30, 38 тата 24-мӗш шкулсенче (1-ер класс) хупӑннӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Халӑх хитре — йӑлипе» республикӑри ача-пӑча фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкар хулин «Чӑваш чӗлхине анлӑн вӗрентнӗ май ачасене пур енлӗн аталантарасси» проектпа ӗҫлекен 10-мӗш, 35-мӗш тата 59-мӗш шкулӗсен 1–5-мӗш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
«Кашни класс чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркипе, ҫепӗҫ юррипе, илемлӗ ташшипе, янӑравлӑ кӗвӗ-такмакӗпе, хаваслӑ вӑййи-куллипе хӑйне май паллаштарчӗ», — тесе пӗлтерет ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Чӑваш наци конгресӗн президиум пайташӗ, фестивалӗн тӳри Геронтий Никифоров. «Кашни йӑла, кашни уяв хӑйӗн асамлӑхӗпе, илӗртӳлӗхӗпе тата таран шухӑшӗпе паха пулчӗ», — тет вӑл.
Тӳресем ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ӑсталӑхне чӑвашла тӗрӗс калаҫма пултарнине, пуплев тасалӑхне, юрра-ташша пӗлнине, артист ӑсталӑхне, уявпа вӑййа тӗрӗс кӑтартма пултарнине тата наци тумне пӗлсе тӑхӑнма пултарнине пӑхса хакланӑ. 1-мӗш вырӑн 35-мӗш шкулӑн 3-мӗш «э» класс ачисем, 2-мӗш вырӑна 10-мӗш шкулӑн 1-мӗш «и» тата 59-мӗшсен 4-мӗш «я» класс ачисем, 3-мӗш вырӑна вара 10-мӗш шкулӑн 2-мӗш «и», 4-мӗш «и», 5 «и» класрисем тата 35-мӗш шкулӑн 2-мӗш «л» класс ачисем йышӑннӑ.
Паян, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, влаҫсен официаллӑ порталӗ ЧР Наци вулавӑшӗ шкул ачисем хушшинче Раштав поэзи ӑмӑртӑвне ирттерни пирки пӗлтерет. Вӑл «Раштав уявӗ — юлташсемпе пӗрле» фестивальпе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Шупашкарти 59-мӗш шкулти «Калаҫакан калем» студи тата 62-мӗш шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ. Иккӗмӗшӗсем поэзи конкурсне пӗрремӗш хут хутшӑннине палӑртмалла.
Вӗсене ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем хакланӑ. Анна Никифорова, Мария Печенкина, Андрей Ромашкин, Анна Цаплева ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсене тивӗҫсе 1-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна Юлия Маркитанова, Мария Митрофанова, Елена Аникина, Артем Мохов тивӗҫнӗ. Ыттисем конкурс лауреачӗсем пулса тӑнӑ.
Кунашкал поэзи ӑмӑртӑва ЧР Наци вулавӑшӗнче 7-мӗш хут иртнӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
Сусӑр ачасене вӗрентмелли республикӑри центрта педагогсен видеоконференцийӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ амака пула шкула ҫӳреймен ачасене килте вӗрентес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Видеоконференци районсемпе хуласенчи 120 специалиста пухнӑ. Вӗсене 6-мӗш класра вӗренекен виҫӗ ачапа инҫет мелӗпе урок ирттернине он-лайн меслечӗпе кӑтартнӑ. Ӗҫри опытпа Шупашкарти 59-мӗш шкулти вӗрентекен Н. Иванова математика учителӗ тата Канашри 11-мӗш шкул директорӗн ҫумӗ Т. Филиппова паллаштарнӑ. Маларах асӑннӑ центр ертӳҫи дистанцилле мелпе вӗрентессине республикӑра тата хӑйсем патӗнче епле йӗркелени пирки каласа кӑтартнӑ.
Видеконференцие «ҫавра сӗтел» вӗҫленӗ. Ун вӑхӑтӗнче оборудованипе тухӑҫлӑ усӑ курас, ачасене психологипе медицина тата педагогика колмиссийӗ витӗр кӑларас тата ытти ыйтӑва хускатнӑ.
Мероприятие хутшӑннисем кун пек видеконференцие ҫулталӑкра икӗ хутчен ирттерме калаҫса татӑлнӑ.
Тин ҫеҫ темелле, чӳкӗн 22-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, вӑл шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен учительсен пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класс — 2010» иртнӗ. Унта Раҫҫейри 29 тӑрӑхри 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӑл кӑҫал 4-мӗш хут иртет ӗнтӗ — унта хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тивет — тӑван ен пирки те, шкул пирки те, ӗҫ пирки те кӑсӑклӑ каласа памалла. Тӑван чӗлхене ачасен ӑсне хывакансен хӑйсен урокне видеоролик евӗр кӑтартма та тивет. Мастер-класа вӗҫлесе вӗрентекенсен хӑйсен халӑх тумне кӑтартмалла пулнӑ.
Пирӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кашни ҫул ҫӗнтерӳҫӗ пулса килеҫҫӗ. Хальхинче те вырӑнсӑр таврӑнман — Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ядрицова Алёна Андреевна пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ун ӗҫне меслетлӗх тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлӗхсем тупнӑшӑн пысӑк хак панӑ. Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Абрамова Галина Васильевна иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, «Создатель УМК» номинацире вара ӑна 1-мӗш вырӑнах панӑ.
Тунтикун Чӑваш Ене виҫӗ кунлӑха Краснодар Ен делегацийӗ ҫитрӗ.
Делегаци пысӑк, сӑмахран, сывлӑха упрассипе ӗҫлекеннисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: Краснодар Ен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Золина Галина Дмитриевна, тӑрӑхӑн сывлӑха упракан департамент пуҫлӑхӗ Алексеенко Сергей Николаевич, Краснодар Енӗн ҫемье политикин депатртаменчӗн пуҫлӑхӗ Ковалева Татьяна Федоровна, Краснодар Енӗн халӑха социаллӑ енчен хӳтлӗх паракан департамен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Бег Малайчет Меджидовна, Краснодар Енри сиплев учрежденийӗсенчи тӗп тухрӑмсем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫсӑр делегацире культура, вӗрентӳ, тата ытти пайра тӑрӑшакан ҫынсем кӗреҫҫӗ.
Краснодар Ен хӑнисем Республикӑри нумай учреждени ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ, районсемпе хуласене те ҫитсе курчӗҫ. Сӑмахран, вӗренӳ енӗпе кӑсӑкланаканнисем Шупашкарти 40-мӗш, 59-мӗш шкулсемпе, 5-мӗш гимназипе паллашрӗҫ. Сывлӑха упрас енӗпе ӗҫлекеннисем Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗп хула пульницине, 1-мӗш клиника пульницине, васкавлӑ пулӑшу станцине, 2-мӗш хула пульницине, Шупашкар районӗн тӗп пульницине ҫитрӗҫ, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсемпе паллашрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |